вĕрентекенсем
Учительсем йӑлана кӗнӗ конференцие пухӑнчӗҫ
Учительсем йӑлана кӗнӗ конференцие пухӑнчӗҫ. Канашлу паян И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче иртрӗ. Унӑн ӗҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хутшӑнчӗ. Иван Борисович вӗрентекенсене ҫывхаракан ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗ, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем сунчӗ.
Чăваш Ен педагогĕ — çĕнтерÿçĕ
Шкул кивви пĕлĕве ÿстерме чармасть...
Мĕнле пурăнать ялти шкул? «Ялти пĕлÿ çуртĕнче хулари вĕрентÿ заведенийĕнчен пĕрре те кая мар пĕлÿ параççĕ», — тесе пĕтĕмлетме пулать-и паян? Ялти ачасем 11 класс пĕтернĕ хыççăн аслă шкулсене чылаййăн вĕренме кĕреççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне Куславкка районĕнчи Куснарти пĕлÿ çуртĕнче шырарăмăр.
«Малтан хам вĕренетĕп, унтан ачасене вĕрентетĕп»