Комментари хушас

31 Юпа, 2018

Чăваш Ен педагогĕ — çĕнтерÿçĕ

Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнчи «Кванториум» хушма пĕлÿ паракан технопарк вĕрентекенĕ Алексей Самсонов Пĕтĕм Раççейри «Авторские уроки будущего» конкурс çĕнтерÿçисен йышне кĕнĕ.

Çак конкурса хутшăнма çĕршыври педагогсенчен 2487 ыйту çитнĕ. Конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн, хутшăнакансем килĕшÿ çырăвĕ, аннотаци, сценари планĕ, автор хăй кăтартакан видеовизиткине тăратнă.

Жюри 122 çĕнтерÿçе суйласа илнĕ. Вĕсем техникăпа инженери пултарулăхĕнче лайăх кăтартусемпе палăрнă вĕренекенĕсемпе Пĕтĕм Раççейри «ПроеКТОриЯ» форума хутшăнĕç.

www.hypar.ru

 

Рубрика: