Комментари хушас

25 Авăн, 2018

Шкул кивви пĕлĕве ÿстерме чармасть...

Мĕнле пурăнать ялти шкул? «Ялти пĕлÿ çуртĕнче хулари вĕрентÿ заведенийĕнчен пĕрре те кая мар пĕлÿ параççĕ», — тесе пĕтĕмлетме пулать-и паян? Ялти ачасем 11 класс пĕтернĕ хыççăн аслă шкулсене чылаййăн вĕренме кĕреççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне Куславкка районĕнчи Куснарти пĕлÿ çуртĕнче шырарăмăр.

«Малтан хам вĕренетĕп, унтан ачасене вĕрентетĕп»

«Пирĕн шкулта паян 100 ача вĕренет. Вĕсем Куснарпа Куснарпуçĕнчен тата Чăрăшкассинчен çÿреççĕ. Тÿрех палăртмалла: ялти шкул хуларинчен нимĕн чухлĕ те кая мар. Хулари пĕлÿ çурчĕсенчи классенче 30-шар ача. Унта учитель кашни ачана пăхса ĕлкĕреймест. Пирĕн ялта классем пĕчĕкрех. Вĕсенче 8-10-шар ача вĕренет. Эпир урок вăхăтĕнче кашни вĕренекен патне пырса ĕлкĕретпĕр. Ăнкарсах илейменнине ăнлантарса паратпăр», — çапла пуçларĕ калаçăва кĕçĕн классене вĕрентекен Наталья Шмелева. Шкул директорĕ Владислав Шмелев ĕçпе Куславккана кайнăччĕ. Пире асăннă вĕрентÿ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вĕрентекенсем паллаштарчĕç.
«Эпĕ вырăс чĕлхипе литературине 22 çул вĕрентетĕп. Çак тапхăрта пирĕн шкулта вырăс чĕлхипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче «2» паллă илекен пулман. 92-94 балл пуçтарнисем те пулнă. Ял ачисем лицейпе гимназире вĕренекенсемпе пĕр шайрах экзаменсем тытаççĕ. Эпĕ хамăн предмета çав тери юрататăп. Ачасем экзаменсенче лайăх паллăсем илччĕр тесе малтан хам тăрăшса вĕренетĕп. Виçĕ çулта пĕрре ятарлă курссене çÿретĕп. Интернет урлă та хам тĕллĕн пĕлĕве ÿстеретĕп. Ачасене хавхалантармалли, интереслентерсе ямалли меслетсене шыратăп. Пирĕн кунта классенче тĕрлĕ шайри ача пĕлÿ илет. Вăйлисем те пур. Çав вăхăтрах теприсен лайăх паллă илес тесен килте ытларах ларма тивет. Гимназисенче пурте лайăх вĕренеççĕ те вĕсемпе ĕçлеме те çăмăл. Эпĕ аслă шкулта вĕреннĕ чухне гимназире практикăра пулнăччĕ. Ыйту парсан класра пурте алă çĕклетчĕç. Ялта вара ачасене илĕртмелле, хавхалантармалла. Çавăнпа тĕрлĕ меслет шыратăп. Çавна кура-ши ачасем те тăрăшаççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче вăтамран 70 балл пухаççĕ», — пĕлтерет 5-11-мĕш классене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Эльвира Архипова.
Эльвира Николаевна йĕркелесе ертсе пынипе Куснарсем вырăс чĕлхипе тата литературипе олимпиадăсене те хастар хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, 7-мĕш класра вĕренекенсем районта пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. «Чĕрĕ классика» конкурсра та палăрнă вĕсем.
«Вĕренекенĕмсем филологине суйласан çав тери хĕпĕртетĕп. Паянхи кун Мускавра журналиста вĕренекенсем те пур. Паян ак вуннăмĕшсемпе тест заданийĕсене пурнăçларăмăр. Пурте те тенĕ пе-кех «5» паллăлăх çырнă. Çакă мана чуна парса ĕçлеме тата та хавхалантарать. Мана вырăс чĕлхипе литературине юратма пĕрремĕш вĕрентекен Валентина Крылова хăнăхтарнă. Вăл питĕ пултаруллă, анлă тавра курăмлă учительччĕ. Аттен аппăшĕ Ксения Матвеевна та филолог пулнă. Шкулта нумай çул ĕçленĕ. Эпир тĕрлĕ конкурса хутшăнса хамăр пĕлÿ шайне тĕрĕслетпĕр. «Манăн ят Анастасия, манăн ят юмахсенче» ĕç хатĕрлетпĕр халĕ. Интернет, мĕн пур техника пур пирĕн. Шкул кивĕ пулни лайăх вĕренме, ăсталăха ÿстерме чăрмантармасть. Ялти ачасем питĕ сăпайлă тата ĕçчен. Уроксене тĕплĕн хатĕрленеççĕ», — калаçăва сыпăнтарать Эльвира Николаевна.
Эльвира Архипова общество ĕçне те хастар хутшăнать. Вăл вырăнти ял тăрăхĕн депутачĕ. Çав вăхăтрах спортсменка та. Çак кунсенче ГТОн ылтăн значокне тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле тăватă ача ÿстереççĕ. Вĕсем «Манăн çемье» республика конкурсне хутшăнса «Ĕç династийĕсем» номинацире çĕнтерсе ятарлă парнене тивĕçнĕ.

«Эпĕ санран вунă хут çирĕпрех ыйтатăп»

Шмелевсен ĕç династийĕ Куславкка тăрăхĕнче чи паллисенчен пĕри шутланать. Учительсен династийĕн пĕтĕмĕшле стажĕ — 270 çул. Педагогика династине пуçласа яраканĕ — Ксения Александрова /Шмелева\. Вăл 1933 çулта çурлан 19-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ хыççăн ăна Куславкка районĕнчи Туканаш шкулне ĕçлеме янă. Унта вăл 39 çул вăй хунă, çамрăк ăрăва вырăс чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ панă. «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Николай Шмелевăн вара пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 42 çул. 1985-2006 çулсенче вăл Куснар шкулĕн директорĕнче тăрăшнă. Асăннă пĕлÿ çуртĕнче вăй хуракан вĕрентекенсенчен тăваттăшĕ — Шмелевсен династийĕнчен. Çав шутра шкул директорĕ — Владислав Николаевич та. Эльвира Николаевнăн та хĕр чухнехи хушамачĕ — Шмелева. Асăннă династийĕн ĕç стажĕ малашне те хушăнса пырасси куç кĕрет. Эльвира Николаевнăн аслă ывăлĕ çар ĕçне вĕренет-мĕн. Амăшĕн шухăшĕпе вăл вĕрентекен пекех. «Нумаях пулмасть Псковра практикăра пулчĕ. Çамрăк салтаксемпе ĕçлерĕ. «Ытла çемçе ан пул, хăвна çирĕпрех кăтартма тăрăш», — сĕнтĕм ăна телефонпа. «Анне, эпĕ санран вунă хут çирĕпрех ыйтатăп», — терĕ вăл мана. Çирĕплĕх вăл кăшкăрни мар, паллах. Тепĕр чухне кăшт сасса хăпартнипе те йĕрке тума пулать», — ăнлантарать Эльвира Архипова. Архиповсен хĕрĕ те вĕрентекен пулма ĕмĕтленет-мĕн… Натальйăпа Владислав Шмелевсен ывăлĕ Александр та çар енĕпе пĕлÿ илнĕ. Хĕрĕ Ксения вара пуçламăш классене вĕрентме ятарлă пĕлÿ илет… Шмелевсемпе Архиповсен пуçламăш классенче вĕренекенсем те пур. Ахăртнех, вĕсем те аслисем пек учитель çулне суйлĕç. Апла тăк — ку династи тĕрекленсех, вăйлансах пырĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.