Чăваш Енри чи-чи маттур педагогсемпе воспитательсене саламларĕç

Паян Шупашкарта Я.Г. Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен йăлана кĕнĕ «Чăваш Ен учителĕ», «Чăваш Ен воспитателĕ», «Чи лайăх класснăй», «Çулталăкри социаллă педагог», «Çулталăкри педагог-психолог», «Педагогика дебючĕ» конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Педагогика ăсталăхĕн республика шайĕнчи конкурсĕсене çулсеренех пуçаруллă та хастар, çĕнĕлле ĕçлекен педагогсене тупса палăртас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе ирттереççĕ. «Çулталăк учителĕ» конкурса 1992 çултанпа йĕркелеççĕ. «Педагогика дебючĕ» республика конкурсне Чăваш Республикинчи Çамрăк педагогсен канашĕ сĕннипе 2016 çултанпа ирттереççĕ. Палăртмалла: «Çулталăк учителĕ» — 150, «Çулталăк воспитателĕ» — 100, «Çулталăк воспитателĕ», «Чи лайăх класснăй», «Çулталăкри социаллă педагог», тата «Çулталăк психологĕ» 50-шар пин тенкĕ премисене тивĕçрĕç.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вĕрентекенсене саламланă май вăл республика ертÿлĕхĕ вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсене яланах хавхалантарса пыма тăрăшнине палăртрĕ, малашне те пысăк çитĕнÿсем сунчĕ. Аса илтеретпĕр, маларах "«Чăваш Ен учителĕ — 2019» конкурс лауреачĕсене палăртнăччĕ. Вĕсем — Шупашкарти 1-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Ильина, Вăрмар районĕнчи Арапуç шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентекен Александр Кузьмин, Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта ют чĕлхесене вĕрентекен Константин Мартемьянов, Елчĕк шкулĕнче акăлчан чĕлхипе пĕлÿ паракан Екатерина Сергеева, Вăрнарти 2-мĕш шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Ольга Физер.

«Чи лайӑх клас ертÿçи» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре вӗрентекен Ирина Иванова, «Ҫулталӑк учителӗ -2019» ята Вӑрнар шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Ольга Физер тивӗҫрӗҫ. «Педагогика дебючӗ» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта ӗҫлекен Ангелина Антонова ҫӗнтерчӗ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас