Шупашкар

6 Çу, 2017

Велосипеда юратакансем паян велочупăва пухăннă

Паян Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра велочупу иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланăскер 12 сехетре старт илнĕ. "Хĕрлĕ лапам - Президент бульварĕ - Мускав кĕперĕ - "Раща" ункă - Мускав проспекчĕ -  Президент бульварĕ - Хĕрлĕ лапам"  маршрутпа çула тухнисем хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмри çын пулнă. Вĕсем пурте икĕ урапаллă транспорт çине ларнă.

2 Çу, 2017

Шупашкар урамĕсемпе пин-пин çын утрĕ

Çуркуннепе ĕç уявне паллă тума кăçал Шупашкарта пурăнакансем юлашки çулсенчипе танлаштарсан йышлăнрах пухăнчĕç. Чăн та, çанталăк çуллахиле уяр тăни те халăх кăмăлне çĕклерĕ, çу уйăхĕн чи савăнăçлă кунне йышпа кĕтсе илме хĕтĕртрĕ пулас.

18 Ака, 2017

Шупашкарти картасене пĕр пек тытĕç

Шупашкарти уйрăм çынсен çурчĕсен хула урамĕсем еннелле тухакан картисене пĕр пек тытса тухасшăн. Ку ыйтăва хулари тÿре-шара ĕнерхи канашлура сÿтсе явнă.

15 Ака, 2017

«Тĕлĕкре час-часах Шуршăла куратăп»

Космонавтика историйĕнче нумай çын ячĕ ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă. Вĕсем — ăслăлăх аталанăвĕшĕн, пысăк çĕнĕлĕхшĕн сывлăхне те, пурнăçне те пама хатĕр тăнисем. Вĕсемех тĕнче уçлăхне парăнтарса тÿпе алăкне «уçса» кĕрекенсем. Хастар паттăрсен йышĕнче пирĕн мухтавлă ентеш Андриян Николаев та пурри кăмăла çĕклет.

Çăкăр хакĕ

5 Ака, 2017

Чăваш Енре те терроризма хирĕç акцие хутшăнĕç

Шăматкун, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра терроризма хирĕç акци иртмелле. Унта Чăваш Енре пурăнакансем те тухĕç. Мероприяти Шупашкарти Республика тÿремĕнче 11 сехетре пуçланмалла. Акцие, малтанласа пĕлтернĕ тăрăх, парламентри мĕн пур парти хутшăнмалла.

Pages