Шупашкар урамĕсемпе пин-пин çын утрĕ

Çуркуннепе ĕç уявне паллă тума кăçал Шупашкарта пурăнакансем юлашки çулсенчипе танлаштарсан йышлăнрах пухăнчĕç. Чăн та, çанталăк çуллахиле уяр тăни те халăх кăмăлне çĕклерĕ, çу уйăхĕн чи савăнăçлă кунне йышпа кĕтсе илме хĕтĕртрĕ пулас.

Ялавсем, транспарантсем, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе чечексем йăтнă ушкăнсем В.И. Чапаев скверĕнче, А.Г. Николаев урамĕ пуçламăшĕнчи космонавт-ентешĕмĕрĕн палăкĕ умĕнче 10 сехет çитиччен чылай маларах курăнма пуçларĕç. Профсоюз пĕрлешĕвĕсен, предприяти—организацисен, вĕренÿ заведенийĕсен, общество пĕрлĕхĕсен командисем тата, паллах, Чăваш Ен Правительствин, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсемпе депутатсем — пурте пĕрле демонстрацие хутшăнма, Ленин проспектĕнчен тытăнса Хĕрлĕ лапама çити утма хатĕрленчĕç.

Тĕрлĕ атрибута, логотиплă çипуçа кура ушкăнсем мĕнле предприятире, организацире ĕçлени е вĕренни аван курăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсем патне пырса уявпа саламларĕ, шухăшĕ-кăмăлĕпе интересленчĕ. 

Урам тулли утакан колоннăсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Унпа юнашарах — Чăваш Республикин профсоюз организацийĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Анатолий Коршунов, «Единая Россия» Пĕтĕм Раççей политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов. Малти ретсенчех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем утрĕç. Урамсемпе иртнĕ майăн çынсене ятарлă лапамсенчи театрализациленĕ ушкăнсем ăшшăн кĕтсе илсе ăсатрĕç. Вĕсем çеç-и, нумай хутлă çуртсен балконĕсем çинчен те ватти-вĕтти демонстрацие хутшăнакансене алă сулса уявпа саламларĕ.

Хĕрлĕ лапам енне çывхарса пынăçемĕн уяв техĕмĕ вăйлансах пычĕ. Икĕ сехет ытларах утнă хыççăн колоннăсем Атăл кÿлмекĕ хĕррине çитрĕç. Кунта уяв программи малалла тăсăласса пĕлсе çынсем чылайăн пухăнма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн умĕнче янтăланă сцена çинчи ертÿçĕсем демонстрацие хутшăнакан предприяти-организацисен ушкăнĕсемпе паллаштарса пычĕç.

Тăван тăрăхри халăхпа пĕр тĕвĕре килĕштерсе пурăнма, ĕçе юратма, тавралăх илемне упрама чĕнсе калакан уява çамрăксем те, ачасем те хутшăнни темрен паха. Акă аслашшĕпе пĕрле уява тухнă тăваттăри Софья хальлĕхе асăннă праçник историне те пĕлмест, пĕлтерĕшне чухлаймасть пулин те вăл ырă пуçарупа йĕркеленнине ăнланатех. Ÿснĕçемĕн пĕчĕкренех демонстрацие каяс йăлипе, иккĕленместĕп, тантăшĕсене те «чирлеттерĕ».

Галина ТЕЛКОВА, тивĕçлĕ канура:

Çамрăк чухне пĕр çул та демонстрацирен юлман та — çав ырă йăлана халĕ те пăрахаймастпăр. Паян тата çанталăкĕ те шăп уяв валлискер — хваттертен тухмасăр епле чăтса тăрăн?

Клавдия ПОТЯНОВА, педагогика ветеранĕ:

- Çуркуннепе ĕç уявне епле паллă тунине курма тĕп хулари больницăран ятарласа ыйтса тухрăм. Маншăн, Муркаш районĕнчи Итакачкассинче пурăнаканскершĕн, çакăн пек илемлĕ уява курма май килни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса куç илми сăнарăм демонстрацие тухнă ушкăнсене. Çакăн пек пысăк йыша пуçласа куратăп та — туйăмсен авăрĕнче сăвă йĕркисем те çуралчĕç.

Геннадий ЛАРИОНОВ, ЧПЯХА профессорĕ:

- Уява эпир, академи ĕçченĕсемпе студентсем, пысăк йышпа тухрăмăр. Ял хуçалăх отраслĕшĕн çак уяв хĕрÿ ĕççипе пĕр килет. Акă пирĕн студентсен пĕр ушкăнĕ  практика тапхăрĕ пынă май акара вăй хурать. Çакна, хĕрÿ вăхăта пăхмасăр уяв демонстрацийĕн  айккинче юлас темерĕмĕр. Çакăнта тухса халăхпа пĕр тĕвĕллĕ пулни эпир кашни харпăр хайĕн ĕç вырăнĕнче хавхаланса вăй хума хатĕррине кăтартать тесе шухăшлатăп.

  • Çу уйăхĕн 1-мĕшне халалланă уяв йĕркеллĕ, пăтăрмахсăр иртни — пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин ШĔМ ĕçченĕсем массăллă мероприятисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва малтанах тимлĕ пăхни сисĕнчĕ. Йĕрке хуралĕн органĕсенче тăрăшакан 600 çын хăйсене çирĕплетнĕ вырăнта яваплăха туйса ĕçлерĕ. Уяв демонстрацийĕнче транпорт нимĕнле тĕсĕпе те усă курманни /ытти çулсенче транспарантсем вырнаçтарнă, чечек çыххисемпе капăрлатнă машинăсем пулаканччĕ/ хăрушлăхран лайăхрах сыхланма май пачĕ. ШĔМ ĕçченĕсен шутлавĕ тăрăх, кăçал тĕп хулари асăннă уява 32 пин çын хутшăннă. Малтанхи çулсенчипе танлаштарсан — ытларах.

www.hypar.ru

 

Ирина ИВАНОВА. Марина ВАСИЛЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас