Комментари хушас

15 Ака, 2017

«Тĕлĕкре час-часах Шуршăла куратăп»

Космонавтика историйĕнче нумай çын ячĕ ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă. Вĕсем — ăслăлăх аталанăвĕшĕн, пысăк çĕнĕлĕхшĕн сывлăхне те, пурнăçне те пама хатĕр тăнисем. Вĕсемех тĕнче уçлăхне парăнтарса тÿпе алăкне «уçса» кĕрекенсем. Хастар паттăрсен йышĕнче пирĕн мухтавлă ентеш Андриян Николаев та пурри кăмăла çĕклет.

Çăкăр хакĕ

Шуршăлти ахаль хресчен çемйинче 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче ывăл çуралнă. Ăна Андриян ят хунă. Шкул саккинчен уйрăличченех Андриян Григорьев хушаматпа /ашшĕ ятĕнчен/ çÿренĕ. Ашшĕ Григорий Николаевич конюхра ĕçленĕ. Амăшĕ Анна Алексеевна ĕне сунă. Николаевсем 1922 çулта пĕрлешнĕ. Икĕ чÿречеллĕ йывăç пÿртре пурăннă вĕсем. Андриянсăр пуçне çемьере Иван, Петĕр тата Зинаида çитĕннĕ.

Кил хуçипе арăмĕ тĕпренчĕкĕсене ачаранах ĕçе вĕрентнĕ. Çакăн пирки космонавт çапла аса илнĕ: «Аттепе анне пире çамрăкранах ĕçе хăнăхтарнă. Анне питĕ лăпкă, ырă чунлăччĕ. Вăл пире нихăçан та вăрçман. Мĕн те пулин тума ыйтсан та çакă хушнă пек мар, ыйтнă пек илтĕнетчĕ. Атте çирĕпрехчĕ. Пытармăп: тепĕр чухне пĕçеркке те лекетчĕ. Анчах пĕр самантранах лăпланатчĕ те пирĕн умра тÿрре тухатчĕ: «Аçăра ан кÿренĕр. Ырă сунатăп. Улпут ачисем пек ан ÿсĕр тетĕп, — çуркаланнă ал лаппине тăсса кăтартатчĕ. — Çак алăсемпе те çăкăр ÿстерме пулать».

Çăкăр хакне атте час-часах аса илтеретчĕ. Пĕррехинче Петĕр çĕре ÿкнĕ çăкăр тĕпренчĕкне чÿречерен ывăтсан епле тарăхни те асрах. Хĕнемерĕ-ха, анчах çирĕп явап тыттарчĕ — апатланма çăкăр памарĕ».

Амăшĕн куççулĕ

Пулас космонавт фельд­шер пулма ĕмĕтленнĕ, анчах ашшĕ-амăшĕн ывăлне медицина пĕлĕвĕ пама май пулман. Çавăнпах пиччĕшĕ сĕннипе Андриян Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ.

«...Фронтра йывăр килнĕ. Анчах та тылра та çăмăл марччĕ. Çапах ниме пăхмасăр чи йывăр вăхăтра та манăн вĕренес килетчĕ. Техникумран киле таврăнсан урок та тăваттăм, аннене те фермăра пулăшаттăм.

Тутă хырăмпа тухсан Сĕнтĕр­вăррине çитме йывăрах мар-ха. Шĕвĕ яшка çисен вара? Апла пулин те Иванпа вĕренме пăрахмарăмăр. Талăкне вăтăршар çухрăм утаттăмăр. Тепĕр чухне çеç техникум общежитийĕнче юлаттăмăр.

Пĕррехинче çула пуçтарăнтăм: /Иван ун чухне техникумрах юлнăччĕ-ха/ кĕнекесемпе тетрадьсене пуçтарса чикрĕм те алăк умĕнче тăратăп. Анне ăсатнă май пĕчĕк тĕрке — пĕçернĕ виçĕ çĕр улми — шăпах унта паратчĕ. Кĕтетĕп. Анне пушă алăпа чÿрече умĕнче тăрать. Эпĕ ăна чĕнтĕм. Вăл ман енне çаврăнчĕ те айăплăн пăхрĕ, куçĕ куççулĕпе тулнă: «Ывăлăм, сана çул çине пама нимĕн те çук», — терĕ. Эпĕ анне йĕнине пĕрремĕш хут куртăм. Пыра капланнă чăмаккана арçын хăюлăхĕпе çăтрăм та ăна лăплантарма тăрăшрăм: «Кирлĕ мар, анне. Ман çиес килмест». Ку, паллах, ултав. Анчах эпĕ урăхла калама пултараймастăм. Пĕлетĕп: чирлĕ атте вырăнпа выртать. Анне вара кама çăлмаллине — мăшăрне е ачисене — пĕлмест».

Авиаци

1947 çулта Андриян техникумран ăнăçлă вĕренсе тухать. Ăна «Южкареллес» треста яраççĕ. Кунта вăл 1950 çулчченех тăрăшать. Унтан салтак атти тăхăнать те... пурнăçне ĕмĕрлĕхех авиаципе çыхăнтарать. 1951 çулта авиаци училищине вĕренме кĕрет, 1954 çултан пуçласа Мускаври çар чаçĕнче службăра тăрать.

1960 çулта СССР космонавчĕсен пĕрремĕш ушкăнĕ йĕркеленет — унта Николаев та кĕрет. Вĕçеве вăл пысăк яваплăхпа хатĕрленет. Палăртнă программăна 100 проценчĕпех вĕренсе çитнине туймасăр тренировкăна нихăçан та вĕçлемен вăл. Кунта «кирлипе» «кирлех марри» çуккине ăнланнă. Пĕр пĕчĕк кăлтăк та инкеке çаврăнма пултарасса лайăх пĕлнĕ.

1962 çулта тĕнче уçлăхне чăваш ачи хăпарать. Ку вĕçев питех те ăнăçлă пулнă. Комсонавтика историйĕнче карапсем, «Восток-3» тата «Восток-4», ушкăнпа вĕçнĕ пĕрремĕш тĕслĕх пулнă ку. Шăпах çакă çĕртен инçетре, уçлăхра радиоçыхăну тытнине тĕрĕслеме май панă. Вĕçев вăхăтĕнче ăслăлăх, техника, медицина нумай экспериментне ирттерме май килнĕ.

Çурла уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» карап çĕр йĕри-тавра 64 хутчен çаврăннă.

«Николаев витĕмĕ»

1970 çулта тĕнче уçлăхĕнчи вăл вăхăтри чи вăрăм вĕçев пулса иртет. Карап командирĕ — Андриян Николаев. Вĕçев 17 ытла талăка тăсăлать. Иккĕмĕш хутчен космоса «Союз-9» караппа хăпарать чăваш каччи. Ку хутĕнче çĕр чăмăрĕ тавра 286 хутчен çаврăнать.

Космонавтсем çĕр çине таврăнсан «Николаев витĕмĕ» ăнлав çуралать. Çĕр çине таврăннăскерсем пĕр вăхăт хускалайман, вĕçев вăхăтĕнче нимĕнле хускану та туманран вĕсен тĕртĕмĕсем вăйсăрланнă, çавăнпах хăйсене япăх туйнă. Çакăн хыççăн карап çинче спорт тренажерĕсем вырнаçтармаллине чухласа илнĕ.

Тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут хăпарнă хыççăн вăл пурнăçне космонавтсен отрячĕпе çыхăнтарнă. 1964 çулта ăна совет космонавчĕсен отрячĕн командирне суйлаççĕ. 1968-1974 çулсенче вăл Ю.Гагарин ячĕллĕ комсонавтсене хатĕрлекен центр ертÿçин заместителĕн тивĕçне пурнăçлать. 1974 çултанпа — пĕрремĕш заместитель. «Уйăх» программипе вĕçме хатĕрленет, экипажсенчен пĕрин командирĕ те пулать. Анчах С.Королев вилсен «уйăх» программи хупăнать те вăл «Союз» йышши караппа вĕçме вĕренет.

Андриян Григорьевичăн «Космос — дорога без конца» тата «Встретимся на орбите» кĕнекисене нумай космонавт алăран ямасăр вулать. Унта автор хăйĕн кăмăл-туйăмне уçса парать. 1999 çулта çырнă «Притяжение Земли» кĕнекине пушшех хаклаççĕ, пахалаççĕ.

«Çăлтăрлă» çемье

1963 çулта Андриян Николаев çемье çавăрать. Тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавта Валентина Терешковăна качча илет. Шел те, 18 çул пĕрле пурăннă хыççăн çемье арканать. Мăшăр пĕртен-пĕр хĕр çуратнă — Елена. Вăл ашшĕ те, амăшĕ те космонавт пулнă тĕнчери пĕртен-пĕр ача шутланать. Елена Андрияновна тухтăр профессине суйланă.

Андриян Николаев 2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче вилнĕ. Ентешĕсемпе ЧР пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров çине тăнипе ăна тăван тăрăхĕнче Шуршăлта пытарнă. Хĕрĕ Елена Николаевна амăшĕпе пĕр шухăшлăн пулса ашшĕне Çăлтăр хулинче пытарасшăн пулнă-ха, анчах икĕ ен калаçса килĕшнĕ. Елена аслă ывăлĕпе Шуршăлти мемориал комплексĕнче те пулса курнă.

2005 çулта кунта часовня хăпартнă. Унăн шалти стени çине ылтăн сас паллисемпе Николаевăн юлашки кĕнекинчи çак йĕркесене çырса хунă: «Тĕлĕкре час-часах тăван Шуршăла тата ун тăрринчи çăлтăрсене куратăп» /«Мне часто снятся родные Шоршелы и звезды над ними»/.

Кăсăклă:

Пĕрремĕш вĕçев вăхăтĕнче 1962 çулта Андриян Николаев ларкăчран вĕçерĕнсе кабинăра скафандрсăрах «вĕçсе» çÿренĕ. Ку та космонавтика историйĕнче — пĕрремĕш хутчен.

Нихăçан та юрламан Андриян пĕрремĕш хутчен тĕнче уçлăхĕнче Павел Поповичпа «Течет река Волга» юрра шăрантарнă. Кун хыççăн иккĕшех Королев конструктора халалласа /Поповичпа Королев Украинăра çуралнине шута илсе/ «Дывлюсь я на нэбо, тай думку гадаю...» шăрантарнă.

1962 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Андриян Николаев Шупашкар урамĕсем тăрăх «ЗИС-110» кабриолетпа ярăнса иртнĕ. Ăна Чăваш Ен халăхĕ питех те савăнса, хĕпĕртесе, мăнаçланса кĕтсе илнĕ. Çакна Шуршăлти музейра упранакан документлă кинохроника та çирĕплетет.

***

Андриян Николаев — СССР космонавт-летчикĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Пĕтĕм тĕнчери астронавтика академийĕн хисеплĕ членĕ, Д. тата Ф.Гуггенхеймов ячĕллĕ преми лауреачĕ, СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ, Шупашкар, Калуга, Смоленск, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск, Караганда, Ленинакан, Дархана, София, Петрич, Стара-Загоры, Варна, Плевена, Карловы Вары, Буира, Петрозаводск тата Полоцк хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Ăна вун-вун медаль-орденпа чысланă. Вĕсен йышĕнче: Совет Союзĕн Геройĕн икĕ Хĕрлĕ Çăлтăрĕ, Ленин орденĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ тата ытти нумай награда.

***

1972 çулта Шуршăлта уçăлнă Космонавтика музейне 2006 çулта «А.Николаев СССР летчик-космонавт ячĕллĕ мемориал комлексĕ» ят панă. Андриян Григорьевич ячĕпе Уйăх леш енчи кратера ят хунă. Шупашкарта тата Çĕрпÿ районĕнче космонавт ячĕпе шкул пур. Николаев урамĕ тĕп хуламăрта çеç мар, Раççейĕн ытти хулисенче те тăсăлать. Шупашкартах ача-пăча паркĕ, Çĕнĕ Шупашкарта стадион, Элĕкре сквер пур. Космонавтикăн Раççейри федерацийĕ 2004 çулта Андриян Николаев медальне парас йăлана пуçарнă. Андрияна халалланă палăксем çуралнă ялĕнче те, Шупашкарти Ленин проспекчĕпе Николаев урамĕнче те вырнаçнă.

Викторина паянхи ыйтăвĕ: Андриян Николаевпа çыхăннă хăш пулăма асăнмарăмăр?

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.