Шупашкарти картасене пĕр пек тытĕç

18 Ака, 2017

Шупашкарти уйрăм çынсен çурчĕсен хула урамĕсем еннелле тухакан картисене пĕр пек тытса тухасшăн. Ку ыйтăва хулари тÿре-шара ĕнерхи канашлура сÿтсе явнă.

Вăхăт иртнĕçемĕн тимĕр те тутăхать те, йывăçран ăсталани пушшех япăхать, чалăшать. Уйрăм секторта пурăнакан хăш-пĕр çыннăн Шупашкарăн тĕп урамĕ енчи карти япăхни республикăн тĕп хулине илем кÿмест. Хула администрацийĕн ертÿлĕхĕ картасене тимĕртен тата пĕр тĕслĕ тытма хушнă. Ку ĕçе кил хуçисене те, хулари депутатсене те явăçтарасшăн.

Унсăр пуçне Шупашкарти чарăнусенче тата халăх йышлă çÿрекен ытти хăш-пĕр вырăнта видеокамерăсем вырнаçтарасшăн. Ку вăл пурлăха ватакан-çĕмĕрекенсенчен асăрханма кирлĕ.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас