Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура вĕрентÿ объекчĕсен строительствипе капиталлă юсавĕ çинчен вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов каласа пачĕ.
Шкул аттестатне алла илни пĕр савăнтаракан, пĕр куççульлентерекен самант. Хыçра - ачалăх, умра - пурнăçăн анлă çулĕ. Çапах уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ килсен начарри пирки самантрах манатăн пулĕ?
Шупашкарти 5-мӗш гимназире "Пӗр тан майсем проект" пурнӑҫланать. Паян кунта ачасен ӑсталӑх "урамӗ" йӗркеленӗ. Пӗрремӗш канал телеертӳҫисем, юрӑҫсемпе поэтсем унта хутшӑнакансемпе паллашрӗҫ.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен темипе вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов сăмах илчĕ.