Чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуян историйĕ упранать. Унăн хитрелĕхĕ нихăçан та çухалмасть. Çак асамлă ăсталăха ламран лама куçарас ĕçре «Паха тĕрĕ» фабрика тăрăшать. Кÿкеçре 1923 çулта уçăлнăскер 95 çул тăршшĕ пиншер çамрăка тĕрĕ илемĕпе туслаштарать.
Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи тавра пĕлÿ музейне сайра тĕл пулакан экспоната — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи нимĕç карттине — парнеленĕ.
Ăна Чăваш Сурăмĕнче пурăнакан Геннадий Ильин илсе пынă. Унăн хуняшшĕ — Василий Иванович Ефимов — Мăн Шĕвеш ялĕнче çуралнă. Карттăна вăрçăран шăпах вăл илсе килнĕ.
Чăваш наци музейĕ учрежденин çуралнă кунне халалланă мероприятире те хăнасене хапăл туса кĕтсе илнĕ. Уяв «Авалхи Руç юмахĕ» юрă-вăйă программипе уçăлнă.
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ 100 çулхи юбилей тĕлне музей уçма хатĕрленет. Унти экспонатсемпе çитес эрнери ытларикунран, кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнчен, паллашма май пулĕ.