Комментари хушас

21 Пуш, 2018

Чăваш Сурăмĕнчи музея нимĕç картти парнеленĕ

Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи тавра пĕлÿ музейне сайра тĕл пулакан экспоната — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи нимĕç карттине — парнеленĕ.

Ăна Чăваш Сурăмĕнче пурăнакан Геннадий Ильин илсе пынă. Унăн хуняшшĕ — Василий Иванович Ефимов — Мăн Шĕвеш ялĕнче çуралнă. Карттăна вăрçăран шăпах вăл илсе килнĕ.

Унта Хура тинĕс хĕррине ÿкернĕ. Ялсене те палăртнă. Фашистсен вĕсене чи малтан çавăрса илмелле пулнă. Анапа хулине кăранташпах паллă тунă. Кунне те палăртнă: 22.09.43 ç.

Рубрика: