музейсем

20 Раштав, 2018

Аваллăх тĕнчи

Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ÿстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр...

Петĕр Хусанкай.

17 Раштав, 2018

Васкавлă медицина пулăшăвĕн музейĕ уçăлнă

Васкавлă медицина пулăшăвĕн республика станцийĕ çумĕнче музей уçăлнă. Çак кунсенче унта экскурсипе Шупашкарти 2-мĕш гимназинче 7-мĕш класра вĕренекенсем пулнă, сывлăх сыхлав ĕçченĕсен ĕçне уçса паракан экспонатсемпе паллашнă.

7 Авăн, 2018

Ирина Меньшикова: Мĕн вĕренни йăлтах кирлĕ пулчĕ

«Аваллăх управçин пĕлтерĕшĕ, кирлĕлĕхĕ нихăçан та çухалмасть», — ĕнентерет вăл паян. Çÿллĕ, яштака, илĕртÿллĕ, интеллигентлă çак хĕрарăм кашни мероприятирех хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнлать… «Аристократка», — тесе калас килет ун пирки.

26 Утă, 2018

Атя Китая

220 çул иртрĕ пулин те Никита Бичуринăн «Атя Китая!» чĕнĕвĕ-йыхравĕ паянхи кун уйрăмах витĕмлĕ. Унăн кун-çулĕпе танлаштарсан пурнăç чылай улшăнчĕ. Китай тĕлĕнмелле аталанчĕ. Унăн асамлăхĕ Хусана та çитрĕ. Хамăр Шупашкарта та вĕсен студенчĕсем хань чĕлхи вĕрентсе пирĕн çĕршывсене çывăхлатрĕç.
Хальхи вăхăтра Китай кĕнеки-журналĕ пайтах. Интернетра чĕлхе курсĕсем пур. Мускаври туслăх обществи 60 çул тултарчĕ.

Pages