Васкавлă медицина пулăшăвĕн музейĕ уçăлнă
17 Dec, 2018 | Сывлăх | Музейсем

Васкавлă медицина пулăшăвĕн республика станцийĕ çумĕнче музей уçăлнă. Çак кунсенче унта экскурсипе Шупашкарти 2-мĕш гимназинче 7-мĕш класра вĕренекенсем пулнă, сывлăх сыхлав ĕçченĕсен ĕçне уçса паракан экспонатсемпе паллашнă. Кунта хальхи вăхăтри ĕç хатĕрĕсемпе пĕрлех тата ĕлĕкхи тонометр, дефибриллятор, электрокардиограф та вырăн тупнă. Хăшĕ-пĕри халĕ те ĕçлет. Экспонатсен хушшинче 1936 çулти документсем те пур.

Музейра шкул ачисем паянхи кунччен Чăваш Енре усă курнă çыхăну хатĕрĕсемпе те паллашнă. Оперативлă уйрăмра экскурсовод ачасене васкавлă пулăшу бригадин ĕçĕпе паллаштарнă. Чăваш Республикинчи васкавлă пулăшăвăн кашни машинне ГЛОНАСС навигаци тытăмĕпе тивĕçтернĕ, çакă васкавлă пулăшу бригади хăш вырăнта тата «пушă/пушă мар» пулнине on-line режимра пĕлсе тăма май парать.

Вĕренекенсем Стимуляци центрне те çитсе курнă. Ачасем манекен çинче реанимаци хăнăхтарăвĕсене те пурнăçласа пăхнă, васкавлă пулăшу машинипе, реанимаци бригадисем усă куракан хальхи вăхăтри оборудованипе паллашнă.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас