Вырăс провинцийĕн музейне уçасшăн
Улатăрти хула училищи пулнă çурта 1911 çулта хута янă. 1990 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче ăна республика шайĕнчи историпе культура палăкĕ тесе йышăннă.
Пĕр ĕмĕр каялла хăпартнă çурт шăпи вырăнтисене питех те пăшăрхантарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Фейсбукра хыпарланă тăрăх, Улатăрти тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ Татьяна Борисова еткерлĕхе упраса хăварма укçа кирлине пĕлтерсен пулăшма килĕшнĕ. Пурĕ 40 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Халĕ çав çурта юсаса çĕнетнĕ. Территорие хăтлăх кĕртсен унта Вырăс провинцийĕн музейне уçасшăн.
Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать