Чăваш Енри хуçалăхсем вырмана тухнă

3 Çурла, 2017

Елчĕк районĕнчи "Рассвет" кооперативра ĕнер пăрçа çулма тухнă. Паян Улатăр районĕнчи "Новь" тулли мар яваплă обществăра (сăн ÿкерчĕкре) кĕрхи тулла вырма пуçланă.

Елчĕк районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 22 пин ытла гектар  йышăнаççĕ. Вырмара унта 76 комбайн ĕçлеттерме палăртаççĕ.

Хресчене çанталăк çумăрлă тăни, çĕрте нÿрĕк виçи пысăкки вырмана вăхăтра тытăнма кансĕрлерĕ. Пĕлтĕр комбайнсем хире утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчех тухнă. Çанталăк начаррине кура пирĕн республикăра утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче чрезвычайлă лару-тăру йышăнчĕç.

Рубрика: 

Комментари хушас