Чăваш Енри хуçалăхсем вырмана тухнă
Елчĕк районĕнчи "Рассвет" кооперативра ĕнер пăрçа çулма тухнă. Паян Улатăр районĕнчи "Новь" тулли мар яваплă обществăра (сăн ÿкерчĕкре) кĕрхи тулла вырма пуçланă.
Елчĕк районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 22 пин ытла гектар йышăнаççĕ. Вырмара унта 76 комбайн ĕçлеттерме палăртаççĕ.