«Асамлă тĕрĕ тĕнчи — 2018» регионсен хушшинчи конкурса пĕтмлетнĕ

26 Ака, 2018

Чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуян историйĕ упранать. Унăн хитрелĕхĕ нихăçан та çухалмасть. Çак асамлă ăсталăха ламран лама куçарас ĕçре «Паха тĕрĕ» фабрика тăрăшать. Кÿкеçре 1923 çулта уçăлнăскер 95 çул тăршшĕ пиншер çамрăка тĕрĕ илемĕпе туслаштарать.

Çуралнă кунне халласа йĕркеленĕ курав Раççейри тĕрлĕ хулана çитнĕ, республикăри районсенче уçăлнă. Унсăр пуçне «Асамлă тĕрĕ тĕнчи — 2018» регионсен хушшинчи конкурс иртнĕ. Хутшăнакансем ĕçĕсене пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Бичурин тата хальхи самана» музее çитернĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара Чăваш наци библиотекинче çак конкурса хутшăнакансене пухрĕç, çĕнтерÿçĕсене саламларĕç.

Конкурсра вырăн йышăннисем пултарулăх ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Элĕк шкулĕнче вĕренекен Настьăпа Софья Петровăсем районти литературăпа краеведении музейĕнчи тĕрĕ кружокне çÿреççĕ. «Эпир кайăк тĕрлерĕмĕр. Вăл — телей палли. Çавăнпа эпир кайăк эрешлерĕмĕр», — чĕвĕлтетрĕç хĕр ачасем. Яковлева Селеста Вăрнар районĕнче Вăрман Кипек шкулĕнче вĕренет. «Мана чăваш тĕрри килĕшет. Эпĕ алăран ямасăр ĕçлеме хатĕр. Çавăнпа «Паха тĕрĕ» ирттернĕ конкурсра та пултарулăха тĕрĕслес терĕм», — терĕ Селеста. Александра Мясникова — Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕ. «Пиллĕкмĕш класра тĕрĕ ăсталăхĕпе паллашрăм. Аннепе кукамай алă ĕç тума ăста. Çывăх çыннăмсем хăйсем мĕн пĕлнине мана вĕрентеççĕ. Ача чухне «Тетте» журнала вулаттăм. Уйăхсерен «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» рубрикăна кĕтеттĕм. Чăваш эрешне юратасси çакăнтан пуçланчĕ», — уçăмлатрĕ Саша.

Жюри членĕсем ачасене тепĕр çул та хутшăнма сĕнчĕç, мала тухнисене ятарлă парнесемпе хавхалантарчĕç. 

Рубрика: 

Комментари хушас