100 çулхи юбилей тĕлне театр музейĕ уçăлĕ

24 Кăрлач, 2018

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ 100 çулхи юбилей тĕлне музей уçма хатĕрленет. Унти экспонатсемпе çитес эрнери ытларикунран, кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнчен, паллашма май пулĕ.

Театрăн тĕп режиссерĕ, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ун пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Театр çуртĕнче музей ĕçне йĕркелесе яма вăй çитернĕ пушкăртсене, тутарсене ăмсаннине пытармасть вăл. Тинех чăваш кураканĕ те музейри экпонатсем тăрăх театрăн кун-çулне йĕрлеме пултарĕ. Унта — архиври сăн ÿкерчĕксем, илемлĕ афишăсем, реквизитсем, парнесем. Валерий Яковлевăн Ылтăн маски валли те вырăн уйăрнă. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех «Хура çăкăр» спектакль валли асаттен çавра хăйрине, асаннен çип арламалли урапине илсе килнĕччĕ. «Юнлă туйри» ал арманĕ те, «Кай, кай Ивана» ĕçри шăнкăравсем те музейре упранĕç», — калаçăва тăсать Валерий Николаевич. Музей ĕçне йĕркелесе тăмашкăн ятарлă çынна çитес вăхăтрах ĕçе илесшĕн.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас