Музей çĕнĕлĕхсем шырать

Чăваш наци музейĕ учрежденин çуралнă кунне халалланă мероприятире те хăнасене хапăл туса кĕтсе илнĕ. Уяв «Авалхи Руç юмахĕ» юрă-вăйă программипе уçăлнă.

Музей директорĕ Ирина Меньшикова каланă тăрăх — культура учрежденийĕ паянхи самана таппипе тан утать, çынсене кăсăклантарас тĕллевпе çĕнĕлĕхсем шырать. Çав кунах музейре «Креативлă ĕçсен фабрики» ĕçленĕ. Музей ĕçченĕсем хăйсен çĕнĕ проекчĕсем çинчен каласа кăтартнă, çавăн пекех ăсталăх сехечĕсем ирттернĕ, тĕрлĕ ыйтупа лекцисем вуланă. Çуралнă куна халалласа «Музее парнеле» курав уçăлнă. Унта музей фондне панă 25 çыннăн япалисемпе паллашнă. Сăмахран, Чăваш Енĕн 1921 çулхи карттине Мари наци музейĕнчен Татьяна Жданова илсе килнĕ. Светлана Гордеева художник музее сехетсен коллекцине парнеленĕ.

Сăмах май, çак кунсенчех Василий Чапаев музейĕнче «Чапаев шашки» турнир иртнĕ. Шашкăлла выляма юратакансен ăмăртăвне 12 çын хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ ятне Андрей Макаров тивĕçнĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.