ларусем

Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комисси кĕçнерникун право хуралĕн органĕсем 2017 çулта коррупципе çыхăннă преступленисенчен сыхланас, вĕсене тупса палăртас енĕпе пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетрĕ.

Паян иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» программăна та тишкерчĕç. Унăн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов паллаштарчĕ.

Паян иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тĕп калаçу пассажирсене илсе çÿрессине йĕркелесси тавра пулчĕ тени те йăнăш мар. Транспорт министрĕ Владимир Иванов пассажирсене тата багаж илсе çÿрессине планламалли документпа паллаштарчĕ.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри пассажирсене илсе çÿремелли маршрутсен шучĕ 336-па танлашнă. Çав шутра 102-шĕ — хуласен хушшинчисем, 234-шĕ — хула çумĕнчисем. Планламалли хайхи документ 2020 çулччен валли тесе хатĕрленĕскер.

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Паян ЧР  Правительство ҫуртӗнче Патшалӑх пурлӑхӗпе епле усӑ курнине тӗрӗслес енӗпе Правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ертсе пычӗ.

Pages

Subscribe to ларусем