Коммуналлă каяшсемпе ĕçлессинче йĕрке тумаллине асăрхаттарнă

13 Утă, 2020

Коммуналлă хытă каяшсемшĕн тӳлемелли виçе улшăнĕ-и? Кун пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ыйту çĕкленĕ.

Олег Николаев Çулталăк пуçламăшĕнче асăннă виçене 17% чакарнине аса илтерчĕ, анчах çав йышăнупах утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 20,8% ӳстерме палăртнă. «Эпир оператор ун чухлĕ пысăклатмасса кĕтнĕчччĕ, анчах вăхăт çитрĕ те — унпа ăнлану тупаймарăмăр…» — ĕç-пуçа уçăмлатрĕ Олег Алексеевич. Çавăнпа тариф йĕркелĕвне тĕплĕ тишкернĕ. Кăтартăвĕ — каяшсемшĕн тӳлемелли тарифсене пысăклатманни.

Тариф службин ертӳçи Надежда Колебанова каяшсен пĕр кубла метрĕшĕн тӳлемелли виçене 382,3 тенкĕ шайĕнче çирĕплетнине пĕлтерчĕ. Çапла вара хулара çын пуçне уйăхра 62,76 тенкĕ тӳлемелле пулать, ку виçе умĕнхи шайринчен 39 пус пĕчĕкрех. Ялсенче пурăнакансен каяшсемшĕн уйăхсерен 50,02 тенкĕ тăкаклама тивĕ — тариф пĕтĕмпе те 2 тенкĕ ытларах кăна /малтан вара 9,9 тенкĕ пысăклатасшăн пулнă/ ӳсет. Тариф службин коллегийĕн ларăвĕ утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ, унăн йышăнăвĕ вунă кунран саккунлă вăя кĕрет.

Олег Николаев тивĕçлĕ тытăмсене коммуналлă каяшсемпе ĕçлессинче йĕрке тумалли пирки пайăррăн асăрхаттарчĕ. Каяшсене уйрăммăн пухассине йĕркеленинчен тытăнса вĕсен пысăк пайĕпе тепĕр хут усă курасси таран — ку енĕпе сĕнӳсем пама та ыйтрĕ.

www.hypar.ru Чувашинформ.рф сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас