Комментари хушас

3 Утă, 2020

Çул çитменнисен канăвне йĕркелемелле

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев каланă тăрăх, лару-тăру майĕпен лайăхланать. «Чирлекенсен шучĕ сахалланнă, стационарта сипленекенсен йышĕ те чакнă. Медучрежденисем те ятарлă режимран тухса пыраççĕ. Акă травматологи центрĕ коронавируспа чирлисене йышăнма пăрахнă, çывăх вăхăтра яланхи графикпа ĕçлеме пуçлĕ. Предприятисем те пĕчĕккĕн ĕçлеме тытăнаççĕ. Автошкулсем практика занятийĕсене чĕртсе тăратма ыйтаççĕ, хальхи вăхăтра вĕсем ĕçе дистанци мелĕпе йĕркеленĕ», — терĕ вăл асăрханулăх мерисене манмалла маррине палăртса.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне коронавируспа 5253 çын чирленĕ, 2960-шĕ сывалнă, 34 çын вилнĕ, обсерваторире 11 çын сипленет, 34 çын ИВЛ аппаратпа выртаççĕ. Владимир Геннадьевич «Лесная сказка» санатори ĕçне чĕртсе тăратмаллине палăртрĕ, унта тĕрлĕ чир-чĕрпе аптракан ачасем сипленĕç. Медицина катастрофин центрĕн оперативлă службинче ĕçлекенсем хушма укçа тÿлес ыйтупа тухнине пĕлтерчĕ.

Роспортебнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская 12 районпа хулара черлекенсен йышĕ пысăк пулнине каларĕ. «Ку списокра Шупашкар хули пĕрремĕш вырăнта. Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă районĕсем яланхиллех «хĕрлĕ зонăра» тăраççĕ. Ытларах çитĕннисем чирлеççĕ — 94 %. Вĕсем — 30-39 тата 50-59 çулсенчи çынсем. 60 ачана инфекци ернĕ. Кăтарту лайăхланать пулин те ОРВИпе тата пневмонипе чирлисем пур-ха», — терĕ Надежда Феофановна.

— Красноармейскипе Элĕк районĕсенче инфекцилли сахал, анчах вĕсенче пĕр талăкра чирлисен йышĕ ытларах хушăннă: 3-5 çын. Комсомольски районĕнчи лару-тăру та ниепле те лайăхланмасть, — калаçăва хутшăнчĕ Алла Салаева вице-премьер. Вăл суту-илÿ обьекчĕсене тĕрĕслени, общество вырăнĕсене дезинфекци туни çинчен пĕлтерчĕ. «Хĕрÿ лини» телефонпа шăнкăравлакансем компьютер томографине ăçта тумалли, анализ пама ăçта каймалли, чир паллисем пур пулсан мĕн тумалли пирки ытларах ыйтаççĕ. Шăнкăравсен шучĕ чакнипе ăна сÿнтерме йышăннă. «248 ентеш халĕ те ют çĕршывран килеймеççĕ, юлашки кунсенче тепĕр виçĕ çын тăван тăрăха таврăнчĕ», — терĕ Алла Леонидовна. Çавăн пекех вăл ача-пăча лагерĕсене тĕрĕслени пирки каласа кăтартрĕ, вĕсене кăçал уçмĕç. Спортпа вĕренÿ учрежденийĕсем ĕçлеменни тата кану мероприятийĕсем иртменни пирки çул çитменнисен хушшинче йĕркене пăсакансен шучĕ ÿснине палăртрĕ Чăваш Ен прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Евграфов. «Административлă правăна пăснă 84 тĕслĕхе шута илнĕ, ачасем 8 преступлени тунă. Ĕçлеменнисен шучĕ пысăкланни те пăшăрхантарать. Вĕсем те общество йĕркине пăсаççĕ», — терĕ Александр Петрович çул çитменнисене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтармаллине палăртса. Прокуратурăна больницăсенче медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларманни пирки чылай çынран çăхав çитнине пĕлтерчĕ. Владимир Степанов министр ку ĕçе йĕркелеме шантарчĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: