Çулталăк пуçланнăранпа республикăра регистрацилекен ĕçсĕрлĕх тăруках, ултă хут, пысăкланнă. Ĕçсĕрлĕх пысăкки вара преступлени тăвассипе çыхăннă лару-тăрăва та çивĕчлетме пултарать.
Министрсен Кабинечĕн кĕçнерникун иртнĕ ларăвне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсне вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Республика кунне паллă тунине пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ: «Социаллă сетьсенчи, ытти каналпа килекен хаклавсем тăрăх, мероприятисем йĕркеллĕ иртнĕ. Çавна май вĕсене хатĕрлеме хутшăннă çынсене пурне те тав тăватăп».
Ӗнер ЧР Правительство ҫуртĕнче ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене пурнӑҫлакан Олег Николаев коронавирус инфекцине чарса лартас енĕпе ĕҫлекен оперативлӑ штабӑн ларӑвне ирттерчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн ларăвне ирттернĕ. Унта регионăн социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программин проектне пăхса тухнă.