Уява лайăх хак параççĕ
Министрсен Кабинечĕн кĕçнерникун иртнĕ ларăвне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсне вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Республика кунне паллă тунине пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ: «Социаллă сетьсенчи, ытти каналпа килекен хаклавсем тăрăх, мероприятисем йĕркеллĕ иртнĕ. Çавна май вĕсене хатĕрлеме хутшăннă çынсене пурне те тав тăватăп».
Республика юбилейне халалланă мероприятисен списокĕ пысăк. Уяв эрнинче регионти хоккей центрне тата пултаруллă ачасемпе çамрăксен вĕренĕвĕн «Эткер» центрне уçнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче çĕнĕ общество хутлăхне хăтлăлатассине вĕçленĕ. Шупашкарта вара Хĕрлĕ площадь çĕнелнĕ — ăна тĕпрен реконструкциленĕ.
Ĕçлĕ тĕп мероприяти — Аслă экономика канашĕн çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕ. Унта республикăн социаллă пурнăçпа экономикăн 2020-2025 çулсенчи аталанăвĕн комплекслă программине тишкерсе сÿтсе явнă. Олег Алексеевич çак документа çанă тавăрса ĕçлемелли документ вырăнне хунине палăртрĕ: «Вăл — вăйра тăракан мĕн пур программăн, стратегисен, Правительствăн, муниципалитетсен ĕçĕн çул-йĕрĕн квинтессэнцийĕ». Районсемпе хуласенче сÿтсе явнă хыççăн программăна регионăн 2035 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕн тытăмне кĕртĕç, республика саккунĕпе çирĕплетĕç.
Ларура виçĕ теçеткене яхăн нормăпа право актне тшкерчĕç. Çав шутра — промышленноç сферинчи ĕçе хавхалантарма палăртнă мерăсемпе ятарлă ивестици контракчĕ тунă инвесторсем тĕлĕшпе усă курма ирĕк паракан саккун проекчĕ.
Правительство çавăн пекех юридици тытăмĕсен тата предпринимательсен автомобиль техникине çут çанталăк газĕпе ĕçлемелле тунă май пулакан тăкакĕсен пĕр пайне субсидилемелли правилăсене çирĕплетрĕ. Сăмах май, республикăн транспорт системине аталантармалли программипе килĕшÿллĕн 2022 çул тĕлне регионти нефть газĕпе ĕçлекен техникăн 3,1 пин ытла единицине «компримированный» текен çут çанталăк газĕ çине куçарма палăртнă.
Министрсен Кабинечĕ республикăн медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин ятне улăштарассине ырларĕ. Тĕллевĕсем анлăланаççĕ — çакна шута илнĕ. Центр инфекципе çыхăнман чирсенчен сыхланмалли профилактика енĕпе ĕçлĕ, граждансен сывлăхпа çыхăннă пĕлĕвне ÿстермелли пуçарусене пурнăçа кĕртессине тĕпе хурĕ.
Чăвашупрдора та улшăнусем кĕтеççĕ. Çул çÿрев йĕркелĕвĕпе хăрушсăрлăхĕн центрĕ унăн тытăмĕнчен тухать — хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçлĕ. Транспорт министрĕ Владимир Осипов ăнлантарнă тăрăх, çĕнĕ организаци регион пĕлтерĕшлĕ, муниципалитетсен хушшинчи çулсем çинчи хăрушсăррлăхшăн яваплă пулĕ. Транспорт хатĕрĕсене çут çанталăк газĕпе ĕçлемелле тăвакан юридици тытăмĕсемпе предпринимательсене субсидипе тивĕçтерекен оператор тивĕçĕсене те çак организацие шанса параççĕ.
Лару Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырланипе вĕçленчĕ.
www.hypar.ru Чувашинформ.рф сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас