ларусем

23 Кăрлач, 2020

Старейшинăсен канашĕн членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Старейшинăсен канашĕн членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев хутшăнчĕ. Тĕлпулу Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăва сÿтсе явнинчен пуçланчĕ.

22 Кăрлач, 2020

Ĕç ветеранĕсене капиталлă юсав тăкакĕсемшĕн саплаштарасшăн

Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртме сĕнчĕç.  

19 Раштав, 2019

Юбилей медалĕсем парĕç

«Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул“ юбилей медальне пирĕн республикăра пурăнакан 11 пине яхăн ветеран илме пултарать.

17 Раштав, 2019

Çынсем шалу кĕтеççĕ

Шалупа çыхăннă парăмсене Çĕнĕ çулччен пĕтерме тăрăшмалла — çапла пĕтĕмлетрĕç ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин, официаллă мар ĕçлеве чакарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин паян иртнĕ ларăвĕнче.

16 Раштав, 2019

Чăваш Ен çулталăка ăнăçлă вĕçлет

Республика çулталăка ăнăçлă вĕçлет. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 11 уйăхри кăтартăвĕсем çапла çирĕплетме май параççĕ. Вĕсене Правительство çуртĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, ку хутĕнче Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ канашлура тишкерсе хакларĕç.

Pages