Хаксем ÿсесрен сыхланмалли мерăсемпе усă курма каланă

13 Утă, 2020

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра паян републикăри потребитель хакĕсем пирки сăмах пулчĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин мониторинг кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май хаксен ӳсĕмĕ 102,9% танлашнине пĕлтерчĕ — Раççейри вăтам кăтартуран кăшт пысăкрах. Пуш-ака уйăхĕсенче халăх нумай туяннине кура хăш-пĕр апат-çимĕç самай хакланнă, çавна май ку тĕслĕхсемпе Монополипе кĕрешекен службăна та ыйтусем тăратнă. Тĕрĕслевсем ирттернĕ май хăш-пĕр предприяти саккуна пăснине тупса палăртнă, вĕсене явап тыттарнă.

Олег Николаев хаксене тĕрĕслесе тăрасси статистика ĕçне кăна çаврăнмалла марри пирки каларĕ. Хаксем ӳсесрен сыхланмалли мерăсемпе усă курмалла. Çав шутра — çынсем пурăнакан вырăнсенчи лавккасене анлăрах майсем парса. Унта хамăр республикăра туса кăларнă таварсем ытларах, вĕсем халăх çак самантра мĕн ытларах туяннине кура ассортимента хăвăрт улăштарма пултараççĕ, пысăк сеть лавккисем вара ку енĕпе çаврăнăçуллах мар.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас