Комментари хушас

10 Утă, 2020

17 миллиард — нацпроектсем валли

2020 çулта регионăн нацпроектсемпе килĕшӳллĕн пурнăçламалли проекчĕсем валли уйăракан укçа виçи 17 миллиард тенкĕрен те ытла пулĕ.

Çакăн çинчен эрнекун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канашăн черетлĕ ларăвĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин пĕлтерчĕ. Ларура наци проекчĕсене мĕнле пурнăçланине тишкерчĕç. Çитĕнӳсемпе пĕрлех, шел те, çитменлĕхсем те пур. Пухăннисем вĕсене пĕтермелли майсене палăртрĕç.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ларăва ертсе пынăскер, министерствăсене регион проекчĕсемпе çыхăннă контракт, суту-илӳ процедурисене пурнăçлассине хăвăртлатма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: