Çĕртме уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ял тăрăхĕн территорийĕнче - Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн сăнавсем ирттерекен уйра - «Уй кунĕ - 2017» республика куравĕ иртрĕ.
Çĕртме уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче Шупашкарти "Експо Контур" суту-илÿпе курав центрĕнче Республика кунне уявланă май иртекен "Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» ХХIV курава пынисем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарĕç.
Паян Мускавра "Наци сывлăхĕ - Раççей чечекленĕвĕн никĕсĕ" ятпа Пĕтĕм Раççейри 11-мĕш курав уçăлнă. Чăваш Ен те унта хăйĕн экспозицине тăратнă. Сумлă форума уçма Раççейĕн сывлăх сыхлавěн министрĕ Вероника Скворцова, Наци сывлăхĕн лигин президенчĕ Лео Бокерия тата ытти хисеплĕ çын хутшăннă.
Паян Парижра Раççейĕн ăс-хакăлпа культура центрĕнче художество промыслисен тата ремеслисен "Раççей сувенирĕ" куравĕ уçăлнă. Унта чăвашсен коллекцийĕ те тивĕçлĕ вырăн йышăнать.
Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова Фейсбукри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ тăрăх, чăвашсен экспоначĕсем Липецк облаçне хирĕçле, Коми тата Дагестан Республикисемпе кÿршĕллĕ вырнаçнă.
Тăван халăхăмăрăн аваллăх çÿпçинчи пуянлăхне Францири курава Ирина Меньшикова тата Татьяна Петрова тĕрĕ ăсти илсе кайнă.