Уя тухрăм - уй куртăм

Çĕртме уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ял тăрăхĕн территорийĕнче - Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн сăнавсем ирттерекен уйра - «Уй кунĕ - 2017» республика куравĕ иртрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Авангард» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин мероприяти пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тата ăна лайăх хатĕрленнине палăртрĕç. «Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене кунта ял хуçалăх техники туса кăларакансемпе килĕшÿсем тума лайăх. Çанталăк хресченĕн кăмăл çирĕплĕхне кăçал та тĕрĕслет. Вĕсем - лайăх профессионалсем, тыр-пул тухăçлă çитĕнессе шанатăп», - терĕ Иван Борисович.

Хресчен çуркунне çитсен канăçа çухатнă. Çураки иртсен те лăпланман. Ял хуçалăх культурисем епле çитĕннине сăнама уя тухсах тăнă: чир-чĕр çулăхмасть-ши, сăтăрçăсем тапăнмаççĕ-ши? Уя тухрăм - уй куртăм сăмах çаврăнăшĕ çавăн чухне çуралнă та.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас