Сывлăха тĕрĕслеттерес тесен... курава каймалла

Çĕртме уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче Шупашкарти "Експо Контур" суту-илÿпе курав центрĕнче Республика кунне уявланă май иртекен "Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» ХХIV курава пынисем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарĕç.

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерстви отрасльти экспозици тăратнипех çырлахмĕ, урамра мобильлĕ диагностика комплексĕсене ĕçлеттерĕ. Курава кайса сывлăха тĕрĕслеттерес текенсен медицина полисĕ чикме манмалла мар. Пациентсене куçса çÿрекен диагностика пÿлĕмĕ çеç мар, стоматологсем те йышăнĕç. 40 çултан аслăрах хĕрарăмсен маммографи тутарма май килĕ.  "Чĕре патрулĕ" те ĕçлĕ, аслисене пĕрремĕш пулăшу кÿме вĕрентĕç, пĕчĕккисене - шăла тĕрĕс пăхса тăма.

www.hypar.ru 

 

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас