«Пьеса — спектаклĕн пĕр пайĕ, тепĕр çуррине художник тăвать», — тенине те илтме тÿр килет. Ку шухăшпа килĕшме тиветех, мĕншĕн тесен художник-сценограф ахаль япаланах асама çавăрма пултарать.
Чăваш Енре Кокель пленэрне хутшăннă художниксен суйласа илнĕ произведенийĕсен куравĕ уçăлать. Кокель пленэрне чăвашсен профессиллĕ искусствин никĕслевçисенчен пĕрин Алексей Кокелĕн тăван ялĕнче Патăрьел районĕнчи Турханта 2007 çултанпа йĕркелеççĕ. 12 çулта унта Раççейри, Беларуçри, Украинăри сăнарлă искусствăн тĕрлĕ шкулĕн 139 представителĕ хутшăннă. XII пленэрта Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекен çамрăк художниксем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
ЧР Культура министерстви чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши музейĕнче «Нина Григорьевăн ролĕсенчи хĕрарăм сăнарĕ» курав уçăлни çинчен пĕлтерет. Ăна РСФСР халăх артистки Нина Григорьева çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.