Çеçпĕл Мишши музейĕнчи куравра Нина Григорьевăн сăнарĕсемпе паллашма май пулĕ
7 Ноября, 2018 | Культура | куравсем

ЧР Культура министерстви чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши музейĕнче «Нина Григорьевăн ролĕсенчи хĕрарăм сăнарĕ» курав уçăлни çинчен пĕлтерет. Ăна РСФСР халăх артистки Нина Григорьева çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Унта Чăваш наци музейĕн тата К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн фончĕсенче упранакан сăн ÿкерчĕксемпе, халăх культурине сăнлакан япаласемпе паллашма май пулĕ.

Нина Григорьева 1967 çулта «Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополĕм» /Чингиз Айтматов/ спектакльте Асель сăнарне калăпланăшăн тата «В двух шагах от экватора» /Иван Куприянов/ ĕçре Хи Ена вылянăшăн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Республикин комсомол премине чăваш хĕрарăмĕсенчен чи малтан тивĕçнĕ. Вăл Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцена çине тĕп 50 ытла сăнарпа тухнă. Чунран юратакан артистка куракана Селиме /«Хура çăкăр», Илпек Микулайĕ/, Илем /«Телейпе Илем», Ираида Петрова-Нарс/, Нарспи /«Нарспи», Константин Иванов/, Пинерпи /«Айдар», Петр Осипов/... ролĕсемпе тыткăнланă. Нина Ильинична тĕрлĕ вăхăтри хĕрарăмсен чунне уçса кăтартма пултарать.

Курав çитес çулхи чÿк уйăхĕчченех тăсăлĕ.

www.hypar.ru

 

Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас