куравсем

25 Ака, 2018

Наци библиотекинче «Чăваш çĕрĕн эрешĕсем» курав ĕçлет

ЧР Культура министерстви Наци библиотекинче «Чăваш çĕрĕн эрешĕсем» курав уçăлни çинчен пĕлтерет. Ăна Иван Яковлев Аслă вĕрентекен çуралнăранпа — 170 çул, «Паха тĕрĕ» фирма йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине халалланă. Унта «Паха тĕрĕн», ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Евгения Жачевăн, «Асамлă тĕрĕ тĕнчи — 2018» ачасен конкурсĕн лауреачĕсен ĕçĕсемпе паллашма пулать.

14 Пуш, 2018

Çĕнĕ Шупашкарти музей комплексĕн картинине Мускава илсе кайĕç

Çĕнĕ Шупашкарти историпе ÿнер музей комплексĕ республикăри тата çĕршыври музейсемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртать. Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускавра Раççей халăх художникĕн Геннадий Мызниковăн картинисен куравне уçăлĕ.

1 Пуш, 2018

Курав: вăрлăха çуллен çĕнетмелле

Чăваш Енре çĕр улмине халалласа пĕр çул сиктермесĕр кăçалхипе вуннăмĕш хут регионсен хушшинчи отрасль куравне ирттерни республика «иккĕмĕш çăкăр» туса илессипе çĕршывра малти вырăнсенчен пĕрне йышăннине, пирĕнтен вĕренмелли пуррине çирĕплетет.

13 Нарăс, 2018

Чăваш Енре йĕркелени ахальтен мар

Раççей ÿнер академийĕн графика секцине йĕркеленĕренпе 260 çул çитнĕ. Хальхи вăхăтра, тĕнчере реализм искусстви хавшаса пынă тапхăрта, Раççей ку енĕпе хăйне евĕрлĕ шкул пулса тăнă.

Pages