Çĕнĕ Шупашкарти музей комплексĕн картинине Мускава илсе кайĕç

14 Пуш, 2018

Çĕнĕ Шупашкарти историпе ÿнер музей комплексĕ республикăри тата çĕршыври музейсемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртать. Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускавра Раççей халăх художникĕн Геннадий Мызниковăн картинисен куравне уçăлĕ.

Ку ĕçе Раççей ÿнер академийĕ тата Раççей Художниксен союзĕ йĕркелет. Унта 80-а яхăн картинăпа паллашма май пулĕ. Вĕсене музейсенчен тата уйрăм çынсен коллекцийĕсенчен илсе пырĕç.

Çĕнĕ Шупашкарти музей комплексĕнче упранакан Сергей Мызниковăн «Северная песня» ĕçĕпе те (сăн ÿкерчĕкре) Мускаври куравра паллашма май пулĕ. Ăна 1966 çулта çурçĕре кайсан ÿкернĕ. 2014 çулта çав картинăна Санкт-Петербургри курава илсе кайнă.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас