Чăваш Енре йĕркелени ахальтен мар

Раççей ÿнер академийĕн графика секцине йĕркеленĕренпе 260 çул çитнĕ. Хальхи вăхăтра, тĕнчере реализм искусстви хавшаса пынă тапхăрта, Раççей ку енĕпе хăйне евĕрлĕ шкул пулса тăнă.

Çак шухăша Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Геннадий Козлов нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче академин графика секцийĕн куравĕ уçăлнă чухне те палăртнă. Курав йĕркелÿçи, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Борис Бельский Раççей ÿнер академийĕн президенчĕн тав çырăвĕпе паллаштарнă. Мероприятие çавăн пекех графика уйрăмĕн секретарĕ Наталья Григорьева, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Ревель Федоров, ыттисем хутшăнчĕç.

«Курава Чăваш Енре йĕркелени ахальтен мар», — терĕç ăна уçма хутшăннисем. Чăваш искусствин тымарĕсем ÿнер академийĕпе тачă çыхăннă. Алексей Кокель, Моисей Спиридонов, Никита Сверчков художниксем унăн шкулĕнчен тухнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн кафедра ертÿçи Наталья Смирнова вара курав пулас художниксемшĕн питĕ кирлине çирĕплетрĕ: «Чи кăткăс сăнарсен çăмăллăхне, тĕсне тата сывлăшне палăртас тĕлĕшпе кураври ĕçсенчен илмелли питĕ нумай»

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.