Комментари хушас

ЧР Культура министерстви Наци библиотекинче «Чăваш çĕрĕн эрешĕсем» курав уçăлни çинчен пĕлтерет. Ăна Иван Яковлев Аслă вĕрентекен çуралнăранпа — 170 çул, «Паха тĕрĕ» фирма йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине халалланă. Унта «Паха тĕрĕн», ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Евгения Жачевăн, «Асамлă тĕрĕ тĕнчи — 2018» ачасен конкурсĕн лауреачĕсен ĕçĕсемпе паллашма пулать.

«Паха тĕрĕ» фирмăн генеральнăй директорĕ Наталия Посынкина предприяти аталанăвĕпе ÿсĕмĕ çинчен каласа кăтартнă. Наци библиотекине тĕрĕллĕ ал шăлли парнеленĕ вăл.

Ку курава çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен çитсе курма май пур.

 

Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: