Париж

13 Пуш, 2017

Парижра чăвашсен куравĕ уçăлнă

Паян Парижра Раççейĕн ăс-хакăлпа культура центрĕнче художество промыслисен тата ремеслисен "Раççей сувенирĕ" куравĕ уçăлнă. Унта чăвашсен коллекцийĕ те тивĕçлĕ вырăн йышăнать.

Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова Фейсбукри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ тăрăх, чăвашсен экспоначĕсем Липецк облаçне хирĕçле, Коми тата Дагестан Республикисемпе кÿршĕллĕ вырнаçнă.

Тăван халăхăмăрăн аваллăх çÿпçинчи пуянлăхне Францири курава Ирина Меньшикова тата Татьяна Петрова тĕрĕ ăсти илсе кайнă.

www.hypar.ru