Конкурс

24 Çĕртме, 2016

Вĕсем пултаруллăрах та, йăрăрах та…

Çĕртме уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» кооперативра машинăпа ĕне сăвакан операторсен тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен республика конкурсĕ иртрĕ.

16 Çĕртме, 2016

«Мĕн туйнине çырмалла»

Чăваш композиторĕн Николай Карлинăн юбилейне халалласа Чăваш наци библиотекинче «Сан ятупа мăнаçланатпăр» пултарулăх каçĕ йĕркелерĕç. Тĕлпулăва хисеплĕ хăнасем пуçтарăнчĕç тата, паллах, Николай Сергеевича ырми-канми ĕçĕшĕн тав туса, «Çĕршыва савса юрлатăп» конкурсра çĕнтернĕшĕн дипломпа чысларĕç.

2 Çĕртме, 2016

«Савнă ялăм, тăван ял»

Паллă мероприяти пирки республикăри çамрăксенче, ашшĕ-амăшĕнче ырă шухăш-кăмăл çуратма, çырав кăтартăвĕ Чăваш Ене аталанма кирлине ăнланма пулăшма Чăвашстат, ЧР Ял хуçалăх министерстви, «Хыпар» Издательство çурчĕ «Савнă ялăм, тăван ял» ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттерет. Вăл ял сăнне, илемлĕхне, ĕçчен çыннисене уçса пама пулăшĕ. Конкурс 2015 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланнă. 2016 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕçленет. Унта республикăра пурăнакан 18 çула çитейменнисем хутшăнма пултараççĕ. Унăн темисем: «Пирĕн пата çыравçă çитрĕ», «Эпĕ хамăн яла юрататăп», «Манăн тухăç».

26 Çу, 2016

Тимлесессĕн ăнăçу пулатех

Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать, кĕçех хаваслă çу кунĕсем пуçланаççĕ. Хальлĕхе вара Элĕк районĕнчи Юнтапа вăтам шкул ачисем вĕренÿ çулĕн юлашки чĕрĕкне "тăрлаççĕ". Çулталăк пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе аттестаци витĕр тухаççĕ.

Pages