Конкурс

24 Çу, 2016

Пăр керменĕшĕн сасăлăр

Шупашкарти чи пысăк кермен "Спорт индустрийĕн лидерĕсем" конкурса хутшăнать. "Раççейри чи лайăх пăр кермен" ята тивĕçессишĕн çавăн пекех Мускаври "Мегаспорт", Сочири "Большой", Хусанти "Татнефть-Арена", Коломнăри конькипе чупакансен центрĕ тата ыттисем кĕрешеççĕ.

12 Çу, 2016

Ăнăçлисем Раççей конкурсĕнче тупăшĕç

Нумай пулмасть МЧС тытăмĕнчи Пушар хуралĕн çулталăкне халалланă «Неопалимая Купина» Пĕтĕм Раççейри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх конкурсĕ вĕçленчĕ. Вăл Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕ, ирĕклĕ пушар обществи тата ЧР Вĕренÿ министерстви пулăшнипе иртнĕ.

28 Ака, 2016

Конкурса хутшăнар

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленнĕ май 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунчченех сăн ÿкерме юратакансен «Манăн Раççей» конкурс иртет. Çак вăхăт тĕлне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 2 пин ытла сăнÿкерчĕк çитнĕ. Вĕсенче ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕле, ял илемлĕхне, хăйнеевĕрлĕхне, хастар çыннисене сăнланă.

28 Ака, 2016

Çĕнтерÿçе –телефон

Иртнĕ çул "Тантăш" хаçатпа Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ /унччен вăл "Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ" ятлăччĕ/ «Рабочи профессийĕ ялан хисепре!» конкурс ирттернĕччĕ. Кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ. Ăна халаллăпăр та ĕнтĕ паянхи конкурса.

7 Ака, 2016

Чăваш хĕрачи — «Голос. Дети» проектра

Нарăс уйăхĕнче Пĕрремĕш каналти «Голос. Дети» паллă проектăн виççĕмĕш сезонĕнче пирĕн ентеш те пултарулăхĕпе палăрчĕ. Çĕрпÿре çуралса ÿснĕ, çиччĕмĕш класра вĕренекен Майя Егорова тахçанах унта лекме ĕмĕтленнĕ-мĕн. Виççĕмĕш хутĕнче тинех унăн тĕллевĕ пурнăçланнă.

Pages