Конкурс

18 Раштав, 2015

Чăваш пики - пуласлăх хуçи

Мĕнре-ши чăваш вăйĕ? Тăванлăхра, çырура, юрăра, туслăхра. Тăван халăхăн вăйне чăваш хĕрарăмĕ упрать, аталантарать. Чăваш хĕрарăмĕ, чăваш пики, эсĕ - çĕршыв тыткăчи, çирĕплĕхĕ, тĕреклĕхĕ. Унăн хастарлăхĕ, паттăрлăхĕ, ĕçĕ, илемĕ малашлăха çул уçса, унăн туслăхне тата хăватне çирĕплетсе пыраççĕ.

17 Раштав, 2015

Чăваш пики Крымра канĕ

Чăваш пики тесен куç умне сăпайлă та ăслă, çаврăнăçуллă та хÿхĕм хĕр тухса тăрать. Чăваш хĕр-упраçĕ ĕлĕкренпех ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Çакăн пек шухăшсемпе Шупашкарти филармони алăкне уçрăм. Чăвашлăх шăрши кĕрет кунта. Каçал тăрăхĕнчен килнĕ фольклор ушкăнĕ зала юрă-ташăпа тултарчĕ.

26 Юпа, 2015

Тăванăм-вулаканăм!

Ир килет те каç пулать, çĕрпе кун час улшăнать. Çĕрпе кун улшăнăвĕнче чи кирлĕ ыйтăва манăçа хăвармарăр-и - “Чăваш хĕрарăмне” çырăнма манмарăр-и? ПАЯН тата ЫРАН кăна укçана перекетлеме май пуррине аса илтеретпĕр - пирĕн кăларăма çитес çурçуллăха 316,50 тенкĕпе çырăнтараççĕ. Каярахпа мĕн пулассине кам калĕ - халĕ хаксем ÿссех пынине хăнăхрăмăр та пулĕ.

16 Юпа, 2015

Радиоэфирта - викторина

Октябрĕн 14-мĕшĕнче радиоэфирта Пĕтĕм Раççей ялхуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне халалланă викторина пуçланчĕ. Çывхарса килекен мероприяти тата ялхуçалăх статистики пирки хăйсем мĕн пĕлнине Раççейĕн 18 çул тултарнă гражданĕсем кăтартма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсем укçа премине тивĕçеççĕ.

9 Юпа, 2015

Ачасем валли - проза та, психологи те

Шупашкарти 40-мĕш шкулта «Проза - ачасем валли» литература конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Конкурса çыравçăсен пĕрлĕхĕсен пĕтĕм тĕнчери сообществин членĕ Вера Львова пуçарнипе йĕркеленĕ. Ачасем валли хайлакан çыравçăсен ку тупăшăвĕ кăçал 25-мĕш хут иртрĕ.

Pages