Ачасем валли - проза та, психологи те

9 Юпа, 2015

Шупашкарти 40-мĕш шкулта «Проза - ачасем валли» литература конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Конкурса çыравçăсен пĕрлĕхĕсен пĕтĕм тĕнчери сообществин членĕ Вера Львова пуçарнипе йĕркеленĕ. Ачасем валли хайлакан çыравçăсен ку тупăшăвĕ кăçал 25-мĕш хут иртрĕ.

Конкурса пĕтĕмлетме пирĕн тĕп хулари 40-мĕш шкула ахальтен суйласа илмен: кунта вĕренекенсем 10 çул ытла ĕнтĕ çак конкурса хастар хутшăнса регион, çĕршыв, тĕнче шайĕнчи призерсем тата çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ.

Шкул ачисем патне хăнана Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши хăй ертсе пыракан çыравçăсен пĕрлĕхĕнче тăракан Валентина Пугачевăна, Надежда Медюковăна, Елена Барскаяна тата Саратов облаçĕн Çутĕç министерствинче ĕçлекен Сергей Саратовский психологпа министр канашçине Александр Липидина тата çав облаçрех ачасен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен Денис Гончарова, Казахстанри чăвашсен пĕрлĕхĕн председательне Никита Храмова илсе килнĕ.

Уява шкул директорĕ, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Ираида Яшина уçрĕ. Вăл ачасене воспитани парас ĕçре илемлĕ литература витĕмĕ питĕ пысăк пулнине палăртрĕ, конкурс çĕнтерÿçисене саламларĕ. Килнĕ хăнасем Ираида Михайловнăна «Ыркăмăллăх» обществăн медальне пачĕç. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп хучĕсемпе Дипломсене тивĕçрĕç.

Эльвира КИСЛОВА.

Теги: