Тăванăм-вулаканăм!

26 Юпа, 2015

Ир килет те каç пулать, çĕрпе кун час улшăнать. Çĕрпе кун улшăнăвĕнче чи кирлĕ ыйтăва манăçа хăвармарăр-и - “Чăваш хĕрарăмне” çырăнма манмарăр-и? ПАЯН тата ЫРАН кăна укçана перекетлеме май пуррине аса илтеретпĕр - пирĕн кăларăма çитес çурçуллăха 316,50 тенкĕпе çырăнтараççĕ. Каярахпа мĕн пулассине кам калĕ - халĕ хаксем ÿссех пынине хăнăхрăмăр та пулĕ.

Çырăнтару тапхăрĕ кăсăклăрах ирттĕр тесе, вулаканăм, такмаксен конкурсне ирттерес терĕмĕр. Конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, такмака “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçата халалламалла тата вĕсем халăхра сарăлнисем пулмалла мар - хăвăр çырнисене кăна йышăнатпăр. Такмаксен конкурсне шăпах çырăнтару тапхăрĕ вĕçленсен, раштав уйăхĕн вĕçĕнче, пĕтĕмлетĕпĕр - çапла вара Çĕнĕ çула “Чăваш хĕрарăмĕн” парнипе кĕтсе илес шанăç пур сирĕн, тусăмăрсем. Апла тăк - çырăр, хайлăр, такмаклăр! Такмаксене электрон адреспа та ярса пама пултаратăр. Ăнăçу сунатпăр!

Теги: