Чăваш хĕрачи — «Голос. Дети» проектра

7 Ака, 2016

Нарăс уйăхĕнче Пĕрремĕш каналти «Голос. Дети» паллă проектăн виççĕмĕш сезонĕнче пирĕн ентеш те пултарулăхĕпе палăрчĕ. Çĕрпÿре çуралса ÿснĕ, çиччĕмĕш класра вĕренекен Майя Егорова тахçанах унта лекме ĕмĕтленнĕ-мĕн. Виççĕмĕш хутĕнче тинех унăн тĕллевĕ пурнăçланнă. Кастингра çамрăк юрăç «Беловежская пуща» юрра шăрантарса тÿресен кăмăлне çавăрнă. Çак тапхăр уншăн чи хумханулли пулнă.

Çу пуçламăшĕнче Майăн ашшĕпе амăшĕ Пĕрремĕш каналти шоуна хутшăнмашкăн заявка пама шут тытнă. Видео çыртарса продюсерсене ярса панă. Хурав нумай кĕттермен — юпа уйăхĕнчех çемьене «телесуйлав — «уçăмсăр итлев /слепое прослушивание/» кастинга пыма чĕннĕ. Тÿре членĕсем Леонид Агутин, Пелагея тата Дима Билан чи пултаруллисене хăйсен ушкăнне суйласа илнĕ. Чăваш пики Ани Лоракăн «Я вернусь» юррине пĕтĕм чунтан, илемлĕн шăрантарнă. Анчах паллă пĕр юрăç патне те лекеймен вăл.

— Тепĕр тапхăра куçайманшăн питĕ кулянтăм паллах. Чылай вăхăт ăнтăлтăм-çке ку проекта хутшăнас тесе! Сцена çинче тăнă чухнех куççуль тухрĕ, тÿресем лăплантарма тăрăшрĕç мана. Аттепе аннене тĕл пулсан вĕсен сĕнÿ-канашне ăса хыврăм, ăшă сăмахсем кăштах хавхалантарчĕç, — аса илет Майя.

Проекта хутшăннă хыççăн хĕрачана тĕрлĕ çĕре пултарулăх енĕпе ĕçлеме чĕнме пуçланă. Мускаври пĕр театрта «Баллада о маленьком сердце» мюзиклта роль калăплама сĕнсен çемье çĕршывăн тĕп хулине пурăнма куçнă. Халĕ Майя шкулта вĕреннисĕр пуçне театрта ĕçлесе ăсталăхне туптать.

Нина ЦАРЫГИНА.

Майя Егорова 2002 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă.

Музыкăна юратать. Акăлчан чĕлхине тарăнрах вĕренет.

Пушă вăхăтра вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме, ÿкерме, тумтир моделĕсем ăсталама кăмăллать.

Шывра ишессипе, конькипе пăр çинче эрешлесе ярăнассипе, велоспортпа кăсăкланать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.