«Мĕн туйнине çырмалла»

16 Çĕртме, 2016

Чăваш композиторĕн Николай Карлинăн юбилейне халалласа Чăваш наци библиотекинче «Сан ятупа мăнаçланатпăр» пултарулăх каçĕ йĕркелерĕç. Тĕлпулăва хисеплĕ хăнасем пуçтарăнчĕç тата, паллах, Николай Сергеевича ырми-канми ĕçĕшĕн тав туса, «Çĕршыва савса юрлатăп» конкурсра çĕнтернĕшĕн дипломпа чысларĕç.

Николай Сергеевич Карлин 1946 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Педагог, композитор. 1974 çулта ăна Чăваш Енри композиторсен ассоциацине йышăннă, 1982 çулта «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. 1985-2000 çулсенче — «Пикесем» халăх хорĕн ертÿçи. 2000 çултанпа Самар облаçĕнче ĕçлет. «Асамат» халăх хорне, «Путене» чăваш ача-пăча ансамбльне ертсе пырать. Нумай юрă авторĕ.

Николай Карлинăн пултарулăх каçĕнче хисеплĕ хăнасем нумай ырă сăмах каларĕç, юрăçсем композитор кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарса савăнтарчĕç.

Николай Сергеевич кĕвĕ кăна мар, сăвă та çырать. Рифма тата ритм вăрттăнлăхне тин кăна алла илекенсене питĕ лайăх сĕнÿ пачĕ вăл:

— «Мĕн çырас-ши?» — тесе пуçа хыçса шухăшламасăр, мĕн туйнине тата курнине çырмалла.

Чăнах та, чун-чĕререн тухакан йĕркесем кăна хăйсен пурнăçĕпе пурăнайĕç-çке. Ачасене шăпах çакна ăса хывма сĕнет нумаях пулмасть «Раны войны» поэмине вĕçленĕскер.

— Унăн сăввисенче çăмăлттайлăх çук, тарăн шухăш кăна, — тесе хакларĕ Н.Карлин хайлавĕсене Н.Малышкин, Елчĕк ентешлĕхĕн ертÿçи.

Юрий Кудаков композитор та нумай ырă сăмах каларĕ.

«Паянхи тĕлпулу чăваш халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ», — палăртрĕ вăл.

Пултаруллă çын пур енчен те пултаруллă теççĕ. Сăмахсен чăнлăхĕ куçкĕретех. Пĕр ĕçе пурнăçласан теприне тума та хавхаланатăн. Асăннă тĕлпулура эпир Николай Сергеевич Карлин композитор çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Тавтапуç ăна халăха нумай илемлĕ, манăçми юрă парнеленĕшĕн!

Лариса ПЕТРОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.