«Савнă ялăм, тăван ял»

Паллă мероприяти пирки республикăри çамрăксенче, ашшĕ-амăшĕнче ырă шухăш-кăмăл çуратма, çырав кăтартăвĕ Чăваш Ене аталанма кирлине ăнланма пулăшма Чăвашстат, ЧР Ял хуçалăх министерстви, «Хыпар» Издательство çурчĕ «Савнă ялăм, тăван ял» ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттерет. Вăл ял сăнне, илемлĕхне, ĕçчен çыннисене уçса пама пулăшĕ. Конкурс 2015 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланнă. 2016 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕçленет. Унта республикăра пурăнакан 18 çула çитейменнисем хутшăнма пултараççĕ. Унăн темисем: «Пирĕн пата çыравçă çитрĕ», «Эпĕ хамăн яла юрататăп», «Манăн тухăç». Конкурс икĕ тапхăрпа иртет. Район шайĕнче вĕçленнĕ ĕнтĕ. Халĕ ÿкерчĕксене авăн уйăхĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Хусанкай урамĕ, 16-мĕш çурт. Тел.: 39-78-87. Конверт çине «Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ» тесе палăртмалла. Ăна кăçалхи юпа уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене чÿк уйăхĕнче наградăлаççĕ.

Çак тапхăрта конкурса ÿкерчĕксем самай тăратнă. Ачасем вĕсенче яла, выльăх-чĕрлĕхе, тăван тавралăха сăнланă. Кĕçĕн, аслăрах çулхисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Халĕ Ксения Дерягина ?1 «Б» класс, Шупашкар хули, çÿлти ÿкерчĕк%, Рамиля Бахитова ?15 çулта, Шăмăрша районĕ, Анат Чаткас% ÿкерчĕкĕсемпе паллашар-ха.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.