кĕнекесем

7 Чÿк, 2019

Кашни хайлаврах – пурнăç урокĕ

Манăн алăра асамлă кĕнеке. Мĕнпе асамлă-ши вăл? Унра – халăх ăсĕ, ăрусен, иртнипе пуласлăх çыхăнăвĕ. Çак кĕнеке «Кил илемĕ» ятлă, авторĕ – Геннадий Волков. Вăл пĕр арчана тăван халăхăн пуянлăхне пуçтарнă. Ача чухнех илтнĕ халапсене Геннадий Никандрович манăçа кăларман. Вăл вĕсене пире, çамрăк ăрăва, халаллать. Эпир вĕсене çухатмасса шанса тăрать.
Пĕчĕк юмахсенчех вун-вун ăрури пин-пин çын ăс-тăнĕ. Ваттисен сăмахĕсенче мĕн тери тарăн шухăш тата! Мана та çак кĕнеке тыткăнларĕ.

24 Юпа, 2019

Пĕрремĕш туйăмсем çинчен вуласшăн

Мĕн вăл – журналистика? Паянхи шкул ачисем хаçат-журналпа туслă-и, пирĕн кăларăмсене çырăнса илеççĕ-и? Хальхи вĕренекенсем вĕсенче ытларах мĕн курасшăн?

17 Юпа, 2019

«Хăйне çухатнă Путек»

Кашни çынра, çул ÿсĕмĕпе аслă-и е кĕçĕн-и вăл, кĕнеке нумай ыйту çуратать. Ашшĕ-амăшĕ ачипе тин вуласа тухнă кĕнекене сÿтсе явнипе икĕ ăру хушшинче ырă хутшăнусем йĕркеленеççĕ.

15 Çу, 2019

Чăваш Енри чи нумай вулакан çемьесене палăртнă

Республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотеки «Чи нумай вулакан çемье» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен пынă.

Тĕрлĕ районти, тĕрлĕ ÿсĕмри хастар вулавçăсем конкурса виçĕ номинаципе ĕçсем тăратнă: «Илемлĕ литература хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх плейкаст», «Библиотекăри чи лайăх виртуаллă çул çÿрев», «Чи лайăх вулав дневникĕ».

24 Ака, 2019

Çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнекесене палăртнă

ЧР Культура министерствин пуçарăвĕпе Наци библиотеки, ЧР Профессионал писательсен союзĕпе Чăваш кĕнеке издательстви çулленех «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурс ирттерет.

Pages