Комментари хушас

24 Ака, 2019

Çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнекесене палăртнă

ЧР Культура министерствин пуçарăвĕпе Наци библиотеки, ЧР Профессионал писательсен союзĕпе Чăваш кĕнеке издательстви çулленех «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурс ирттерет.

Çак ĕçре республикăри вулавăшсем нумай вăй хунă. Конкурс тапхăрĕнче 34592 вулакан хăйĕн сассине килĕшнĕ кĕнекешĕн панă. Конкурса 2017 çулта тухнă вырăсла тата чăвашла çырнă 162 кĕнеке хутшăннă.

Паян çĕнĕ çĕнтерÿçĕсене чыслама вăхăт çитрĕ. Камсем-ха вĕсем?

«Проза жанрĕпе чăвашла çырнă чи нумай вуланакан кĕнеке» ята Валериан Муравьевăн «Çылăхлă арçын» тата Хветăр Агиверăн «Йĕпхÿри сасă» кĕнекисем тивĕçрĕç.

2017 çулта чăвашла пичетленсе тухнă ача-пăча валли çырнă хайлавсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç: кĕçĕн классем валли çырнă хайлавсем хушшинче «Натали» кĕнеке /Людмила Смолина/, аслă классем валли çырнисенчен «Шăрăх кунсем» /Николай Андреев/.

«Драматурги жанрĕпе çырнă чи нумай вуланакан кĕнеке» ята Николай Терентьевăн «Суйласа илнисем. 3-мĕш том» тивĕçрĕ.

Чăваш çыравçисем вырăс тата ют халăх литературине чăвашла куçарас енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çавна май кăçал «Куçарусем» номинаци кĕртнĕ. Çак номинацире Николай Сорокинăн «Аттеçĕм-Аттем» кĕнеке çĕнтернĕ. Ăна чăвашла Юрий Сементер, Валери Туркай тата Римма Прокопьева куçарнă.

Чăваш литературине аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи», Елена Мустаевăн «Уй варринче çинçе хăва», Марина Карягинăн «Паттăр вăйĕ — пăтăра», «Кĕмĕл тумлă çар. Серебряное войско», Владислав Николаевăн «Дипломлă тиха», Елена Светлаян «Не шутите на дороге», Николай Сорокинăн «Вечная Волга» кĕнекисене ятарлă дипломпа палăртрĕç.

«Чи лайăх мероприяти» номинацире Муркаш районĕн тĕп библиотекинче Марина Карягинăн «Кĕмĕ тумлă çар» кĕнеки тăрăх ирттернĕ литературăпа музыка каçĕ, Етĕрне районĕнчи Палтайри вулавăшра Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын» кĕнекипе йĕркеленĕ вулав конференцийĕ мала тухнă.

«Чи нумай вулакан» номинацире Элĕк районĕсем уйрăмах палăрнă: 14 çула çитичченхисен хушшинче — Питĕшкассинчи 4-мĕш класра вĕренекен Софья Васильева, Элĕкри вăтам шкулти 3-мĕш класра вĕренекен Анастасия Михайлова, 15 çултан аслисен хушшинче Элĕкри вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Олег Ефремов, Мăн Вылăри вăтам шкул вĕрентекенĕ Любовь Шашкина, çавăн пекех Шупашкарта пурăнакан Раиса Леонтьева тата Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студентки Елена Аникина çĕнтернĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

 

 

Рубрика: