ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлу культура министрĕ Константин Яковлев пурне те кинотеатрсене йыхравланипе вĕçленчĕ.
ЧР Культура министерствин пуçарăвĕпе Наци библиотеки, ЧР Профессионал писательсен союзĕпе Чăваш кĕнеке издательстви çулленех «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурс ирттерет.