Министр хуравларĕ
Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче ЧР культура министрĕ Константин Яковлев тÿрĕ эфира тухрĕ.
Республика ĕçченĕсене тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать: "Культура" наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, вулавăшсене çĕнĕ илемлĕ литературăпа тивĕçтересси, культура еткерлĕхĕсене упрасси, тĕп хулари вĕрсе каламалли оркестра сыхласа хăварасси, библиотекăсене пурне те малалла ĕçлеттересси тата ытти те.
Хăшĕ-пĕри республикăри наци-культура пĕрлĕхĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланать, культура керменĕсене, çурчĕсене юсассине те куçран вĕçертмеççĕ пирĕн çынсем.
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн укерчĕкĕсем.