Кашни хайлаврах – пурнăç урокĕ

Манăн алăра асамлă кĕнеке. Мĕнпе асамлă-ши вăл? Унра – халăх ăсĕ, ăрусен, иртнипе пуласлăх çыхăнăвĕ. Çак кĕнеке «Кил илемĕ» ятлă, авторĕ – Геннадий Волков. Вăл пĕр арчана тăван халăхăн пуянлăхне пуçтарнă. Ача чухнех илтнĕ халапсене Геннадий Никандрович манăçа кăларман. Вăл вĕсене пире, çамрăк ăрăва, халаллать. Эпир вĕсене çухатмасса шанса тăрать.
Пĕчĕк юмахсенчех вун-вун ăрури пин-пин çын ăс-тăнĕ. Ваттисен сăмахĕсенче мĕн тери тарăн шухăш тата! Мана та çак кĕнеке тыткăнларĕ.
Акă «Тĕлĕнтермĕш курăк» калавра икĕ хĕрача çинчен каласа панă. Вĕсем иккĕшĕ те çул тăрăх йывăр карçинккасем йăтса пынă. Пĕри ахлатса, нăйкăшса утнă, тепри яланах савăнăçлă пулнă. Лешĕ унран питĕ тĕлĕннĕ. Мĕншĕн çавăн пек пулнине ыйтса пĕлнĕ. Савăнăçлă хĕрачан асамлă курăк пур иккен. Пĕлетĕр-и вăл мĕн ятлине? Çук пулĕ çав. Эпĕ пĕлетĕп. Эсир вара унăн ятне калава вуласан кăна ăнланатăр. /Çак курăк вăл — Чăтăмлăх/.
«Ылтăн çĕр» калавăн тĕп шухăшĕ тăван çĕр чи хакли тенинче. Ĕлĕк-авал Чăваш çĕрне инçетрен элчĕсем килнĕ. Авалхи чăвашсем ĕçчен те пултаруллă çынсем пулнă. Çавăнпа нумайăшĕ пирĕн несĕлсем патне туртăннă. Ютран килнĕ хăнасем Чăваш çĕршывĕ тăрăх нумай çÿренĕ, халăхăн ырă енĕсене мухтанă. Чăвашсем элчĕсене сумлăн ăсатнă. Лешсем кимĕ çине лариччен пушмакĕсем çинчи пылчăк татăкĕсене шăлса шур тутăрсемпе кĕсйисене чикеççĕ. Хăнасем шалт тĕлĕнсе мĕншĕн апла тунине ыйтаççĕ. Çакăн сăлтавне пĕлес тесен «Ылтăн çĕр» калава тупса вулас пулать. /Чăвашсемшĕн хăйсен çĕрĕ чи хакли, çавăнпа та вĕсем пĕр тусан пĕрчине те ют çынсене пама пултараймаççĕ/. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ксения ЩЕРБАКОВА, 5-мĕш класс.
Шупашкар районĕ,
Çĕньял Покровски шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.